Чăваш чĕлхи кунĕ.

Паян пысăк уяв – чăваш чĕлхи кунĕ! Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янравлă та çепĕç, паха та асамлă.

      Тăван чĕлхе вăл – пĕрре. Ᾰна Иван Яковлевич Яковлев упрама пиллесе хăварнă. «Чĕлхе чечекленесси пĕтĕмпех сиртен килет» - тенĕ вăл.

      Ҫавăнпа та пирĕн ачасене чăваш чĕлхине вĕренме, традицийĕсене упрама, чĕлхе илемлĕхпе пуянлăхне туйма вĕрентес тĕллевпе уяв ирттерес терĕмĕр.

      Уявра хĕрсемпе каччăсем ташларĕç; «Параппан», «Автан», «Самолет», «Анне» ятлă сăвăсем вуларĕç. Лиза М., Инесса А. тата Феофан Е. «Кукамайпа асанне» юрă юрларĕç.

       Уяв аван иртрĕ.